чǎваш чĕлхи эрни пуçланчĕ

Ака уйǎхĕн 22-мĕшĕнче шкулта чǎваш чĕлхи эрни пуçланчĕ. Ирех шкулта илемлĕ тǎхǎннǎ ачасем куç умне курǎнчĕç. Уроксем хыççǎн вара шкул актовǎй залĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем пуçтарǎнчĕç, уяв концерчĕ иртрĕ. Чи пĕчĕккисенчен пуçласа 11-мĕш класс ачисем таранах Михайлов В.А. ертсе пынипе чǎваш кĕввисене янраттарчĕç.