Уçă уроксем

Чăваш чĕлхине вĕрентекенсен паян уçă уроксем ирттерчĕç. Шкулта камăн пушă вăхăт пур чăваш чĕлхи урокне çÿрерĕç. Акă 5-мĕш класра ( учителĕ Одинцова Л.С.) Васильева Н.М тата Наумова А.Н. хăнасем пулчĕç.  Ку ĕçе пуçламăш класра вĕрентекенсем те хастар хутшăнчĕç: 4-мĕш класра литература вулав урокĕ иртрĕ( учителĕ Васильева Н.М.). Урока пынă Захарова В.В. литература вулав урокĕнче те компьютер технологине анлă усă курма пулнине палăртрĕ.