Чи пултаруллă сăвă калакансем

Паян шкул библиотекинче тепĕр уяв иртрĕ. Кунта пуçламăш класс ачисем хушшинче чи пултаруллă сăвă калакансене палăртрĕç. Трофимова Е каланă «Сĕр пин юрă çĕр-шывĕ, Сотникова А. – «Чăваш чĕлхи», Захарова А. – «Чăвашла» сăвăсем пурне те тыткăнларĕç Сăвă калакансен уявĕ 4-мĕш класс ачисем лартнă «Чаплă парне» пьесăпа вĕçленчĕ.