«Çуркунне çитрĕ»

«Çуркунне çитрĕ – чǎваш чĕлхи эрни пуçланчĕ» тесе калама та юрать пулĕ паян. Мĕншĕн тесен шǎп та çакǎн пек темǎпа çырнǎ сочиненисен конкурсĕ иртрĕ ака уйǎхĕн 21-мĕшĕнче. Жюри членĕсем чылай ĕç пахса тухрĕç. Сочинени темине пурте уçнине палǎртрĕç. Уйрǎмах Ерлыгина А., Николаева Д., Фадеева Е. ĕçĕсем аван пулни курǎнчĕ.