Паян, кăрлачăн 18-мĕшĕнче, чăваш чĕлхине вĕрентекенсен кулленхи занятийĕ пирĕн шкулта иртрĕ. Чăваш чĕлхине кăҁал ҁамрăк учитель, Одинцова Л.С. , вĕрентет. Вăл хăнасене 6-мĕш класа йыхравларĕ, чăваш литературипе уҁă урок ирттерчĕ («Шăпăрлан» пьесăна пĕтĕмлетрĕҁ). Ачасене «Тĕрĕслĕх шырани», «Пĕлес килет – мĕншĕн?» вăйăсем кăмăла кайрĕҁ. Урокра сăнарсене тишкернĕ май тĕрĕс воспитани парасси кирлĕ вырăн йышăнчĕ. Хăнасем те урока пысăка хурса хакларĕҁ.