Кайăксен кунĕ
Ытлари кун, ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче, 5-мĕш класра чăваш чĕлхи предмечĕпе урок-вăйă иртрĕ. Теми «Кайăксен кунĕ». Ку урок ытларах хамăр тăрăхри (çĕр-шыври) кайăксене пĕлессипе çыхăннă. Ачасем вăйăра питĕ хастар пулчĕç. Кайăксен ячĕсене чăвашла та вырăсла та пĕлни палăрчĕ. Анчах хăш-пĕр кайăксен чăвашла ячĕсене астуса юлма йывăрри çинчен те калаçу пулчĕ. Вĕсене вара тетрадьсем çине çырса хутăмăр, ÿкерчĕкĕсемпе тĕплĕнрех паллашрăмăр. Тата çавăн пекех кайăксене упрасси çинчен, вĕсене мĕнле пулăшу памалли çинчен калаçрăмăр