Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Кÿстÿмĕрти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ. Уроксем хыççăн 5-7 класра вĕренекенсем  хушшинче  конкурссем иртрĕç. Ачасем чăваш чĕлхи пĕлнине, ăна юратнине кăтартрĕç. Çавăн пекех чăваш халăхне çутта кăлараканĕпе – Иван Яковлевич Яковлев пурнăçĕпе  ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа паракансем те пулчĕç.  Тĕрлĕ ĕçсем пурнăçламалла пулчĕ ачасен: сăвă çырас пултарулăха тĕрĕслерĕç, хисеплĕ те сумлă патриарх сăн ÿкерчĕкне те ÿкерчĕç, вырăсларан  чăвашла куçарчĕç, текстра çухалнă сас паллисене тупса палăртрĕç, пуплев пайĕсене аса илчĕç тата ытти те.