Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, 11-9 классенче Иван Яковлевич Яковлев çинчен тата унăн вĕренекенĕсене аса илтĕмĕр. Чăваш халăхне çутта кăларас тата чăваш чĕлхине аталантарас ĕçри йывăрлăхсене палăртрăмăр, И.Я.Яковлевăн чи паллă тĕп ĕçĕсене пăхса тухрăмăр, викторинăпа тест ĕçĕсене пурнăçларăмăр. Тест ĕçĕсене Савинова К., Васильева А, Селиванова Л, Горшкова А., Смородинова А, Музякова К. пысăк шайра пурнăçларĕç.