Туслăх хĕлхемĕ

      Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче районта «Туслăх хĕлхемĕ»(«Искорка дружбы») ятлă фестиваль иртрĕ. Унта «Çăлтăрчăк» вăйă-конкурс номинацийĕнче шкул ачисем хăйсен пĕлĕвĕсемпе тата пултарулăхĕсемпе тĕлĕнтерчĕç. Кÿстÿмĕрти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан та 7-мĕш класри Максимова Мария хутшăнса пурне те савăнтарчĕ. Вăл хăйĕн тăрăшулăхĕпе 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Ăна малалла та пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр!