Андрия́н Григо́рьевич Никола́ев – чăвашсен паллă космонавчĕ

        Андрия́н Григо́рьевич Никола́ев  совет 3-мĕш космонавчĕ, икĕ хутчен Совет            Союзĕн Паттăрĕ, авиаци генерал-майорĕ, чăваш.

       Иккĕ хутчен Совет Союзĕн Паттăрĕ. Ленин икĕ орденĕпе, Ĕçлĕ Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе, медальсемпе чысланă. К. Э. Циолковский ячĕллĕ, «Космос», де Лаво тата Ю. А. Гагарин ячĕллĕ ылтăн медальсемпе тивĕçтернĕ. НРБ Социалла Ĕç Паттăрĕ. ДРВ Ĕç Паттăрĕ. МНР Паттăрĕ. Георгий Димитров, Кириллпа и Мефодий (Болгари), Ялавăн бриллиантсемпе I степеньлĕ (Венгри), Сухэ-Батор (Монголи), Çăлтăр II класлă (Индонези), Ожерелье Нила (Египет) орденĕсене парса чапланă. Даниэльпе Флоренс Гуггенхеймсен премине илме тивĕç пулнă. Тĕнчери астронавтика академин хисеплĕ пайташĕ.           СССР патшалăх       преми             лауреачĕ (1981).  Калуга,  СмуленРжев,  Махачкала,  НальчикКаспийск (Раççей),  Караганда (Казахстан),  Дархан (Монголия),  СофияПетричСтара-ЗагораВарнаПлевен (Болгари),  Карлови-Вари (Чехи),  Буира (Алжир) хулисен хисеплĕ гражданинĕ. Уйăх çинчи кратера Николаев ятне панă.

      Паллах, çакăн пек тĕплĕн кашни шкул ачи астуса юлма тата каласа пама пултараймасть, анчах та вĕсем ун çинчен кăштах та пулин пĕлни кирлех. Çавăнпа та ĕнерхи кун 7-мĕш класс ачисемпе А.Г. Николаев çинчен калаçу ирттертĕмĕр. Унтан ун пурнăç çулĕпе çыхăннă викторина пулчĕ. Ачасем питĕ маттур пулчĕç!