Чӑваш чӗлхи – анне чӗлхи

Ҫак эрнере, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, чӑваш чӗлхи кунне палӑртрӑмӑр. Классенче тӗрлӗ йышши вӑйӑсем ирттертӗмӗр. Ачасем хаваспах хутшӑнчӗҫ. Ҫавӑн пекех уроксенче чӑвашла тӗрӗс те илемлӗ калаҫассине тӗпе хутӑмӑр. Хальхи пурнӑҫра эпир питӗ хутӑшла калаҫатпӑр пулсан та, анчах та пурте тӑрӑшсан чӗлхе тасалӑхне каялла тавӑрма пулатех тесе пӗтӗмлетӳ турӑмӑр. Пурне те ҫепӗҫ чӑваш чӗлхине хисеплеме тата унпа калаҫма сӗнетпӗр. Унта тӑван ҫӗршыв, пурнӑҫ, тӑван халӑх, унӑн ӗмӗчӗ, телейӗ.

                             Ӗмӗр пурӑн тӑван ҫӗршывра, ӗмӗр вӗрен тӑрӑшса тӑван чӗлхене.

                                                                                                     (Г.Н.Волков)