«Пирĕн район – Вăрнар çĕр-шывĕ»

Вăрнар районĕ йĕркеленни 90 çул çитнине халалласа 11 класра «Пирĕн район – Вăрнар çĕр-шывĕ» класс сехечĕ иртрĕ. Ачасене шкулти библиотекарь Раиса Николаевна «Вăрнар районĕн энциклопедипе» паллаштарчĕ.Вӑл энциклопедире Кӳстӳмӗр ялӗнчи шкула пӗтернӗе нумай паллӑ ҫынсен ячӗсем пур: Кириллов Николай Кириллович, Лабинов Виталий Павлович, Музяков Сергей Иванович. Тата ачасем Вӑрнар районӗн Асӑну кӗнекипе те паллашрӗҫ. Асӑну кӗнекинче Ершепуҫ поселенинчен вӑрҫӑра пуҫ хунисен ячӗсем пур. Класс  сехечӗ ачасене питӗ килӗшрӗ.