"Тăван ен – Вăрнар"

Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчипе "Çул çÿрев Кунне" уявлаççĕ. Чи малтан çак куна 1979 çулта Испанири Торремолинос  хулинче ирттерме пуçланă.  Раççейре вара 1983 çултанпа уявлаççĕ. Кашни çул Пĕтĕм тĕнчери çул çÿрев пĕрлешĕвĕ çак паллă кун валли çĕнĕ девиз палăртать. 2017 çулта вăл "Устойчивый туризм — инструмент для развития" тесе янăрать.

Чăваш Республикинче уява халалласа авăнăн 21-пе 27-мĕшĕччен "Çул çÿрев эрни"  ирттереççĕ. Çак куна питĕ анлă ирттерме палăртнă: çавра сĕтелсем, тĕрлĕ йышши семинарсем, çĕнĕ çул çÿрев маршручĕн презинтацийĕ, конкурссен пĕтĕмлетĕвĕ.

Çак куна халалласа 5-мĕш класра "Тăван ен – Вăрнар" класс сехечĕ иртрĕ. Калаçу Чăваш Республикин гимнĕпе пуçланчĕ, ăна ачасем ура çине тăрса итлерĕç. Унсăр пуçне, пирĕн тăван ен 90 çул тултарнă ятпа вĕренекенсене "Вăрнар районĕ" мĕнле йĕркеленнипе аталанни  çинчен видеоролик кăтартнă, ялавпа герб çинчен сÿтсе явнă. Шкул ачисем хамăр çуралнă  çĕршывпа интересленччĕр, ун пирки нумайрах пĕлччĕр тесе район пирки çырнă кĕнекесемпе, литератрура картти презентаципе паллаштарнă. Вĕренекенсем хăйсем çуралнă енĕ çинчен тимлĕ итлесе ларчĕç. Мероприяти викторинăпа вĕçленчĕ.