Мĕн вǎл этикет?

Паян, авǎнǎн 20-мĕшĕнче, 4 –мĕш класс ачисем чǎваш чĕлхи урокĕнче «Мĕн вǎл этикет?» ятлǎ тема вĕренчĕç. Этикет вǎл- обществǎри çынсемпе хутшǎнса пурǎнмалли йĕрке.                                                                               Аслисем ачасене тĕрĕс пǎхса çитĕнтерме тǎрǎшаççĕ, ваттисене хисеплеме,ĕçчен те сǎпайлǎ, тÿрĕ кǎмǎллǎ пулма, туслǎха çирĕп тытса пыма вĕрентеççĕ. Сывлǎх сунасси, тав тǎвасси, каçару ыйтасси, саламласси- кусем калаçу этикечĕн уйрǎлми пайĕсем. Çапла вара, калаçу этикечĕ çынсен пуплевĕн йĕркине палǎртать теме пулать.                            Урок  вĕçĕнче ачасем вǎйǎсем вылярĕç: «Сǎпайлǎ тата сǎпайлǎ мар», «Кулǎшла телефон».  Ачасене урок питĕ килĕшрĕ. Вĕсем мĕн вĕреннине ǎса хума, пурте сǎпайлǎ пулма тǎрǎшрĕç.