Эпир сывлăхлă пуласшăн

Сывлăхран хакли ним те çук теççĕ ваттисем. Пирĕн çак сăмахсемпе килĕшмеллех паллах. Мĕн авалтан пирĕн мăн асаттесемпе мăн асаннесем хăйсен сывлăхĕсене упрас тесе тĕрлĕ мелсем усă курнă. Хальхи пурнăçра сывлăха упрама чаракан чăрмавсем çук, кăмăл çеç пулмалла. Кашнин физкультурăпа спорт çынна пур енчен те йěркеллě те тěрěс аталанма питě усăллă пулнине асра тытмалла.

Çакна кура юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче 5-мĕш класра вĕренекенсемпе "Эпир сывлăхлă пуласшăн" викторина туса ирттертĕмĕр. Чи малтан  ачасем хăйсен сывлăхне упрама мĕнле мелсем усă курни çинчен каласа пачĕç. Çакăн пек кăсăклă калаçу хыççăн вĕрентекен 5-мĕш классене  "Пирĕн сывлăх-пирĕн алăра" презентаципе паллаштарчĕ.

Пирĕн илĕртÿллĕ калаçу викторинăпа вĕçленчĕ. Çак мероприяти ачасене савăнтарчĕ, вĕсем хăйсен валли нумай çĕнни пĕлчĕç, пурте кăмăллă юлчĕç.