Пирус сиенĕ

         Паян 4-мĕш класс ачисем класс тулашĕнчи вулав урокĕнче «Пирус сиенĕ» ятлǎ калав вуларĕç. Калавпа калаçу ирттерчĕç. Пирус туртакана пурнǎçра мĕн кĕтет-ши?                                                                                         Пирус тĕтĕмĕнче çын сывлǎхĕшĕн сиенлĕ 30 ытла наркǎмǎшлǎ япала тупса палǎртнǎ. Вĕсенчен чи хǎрушши - никотин. Çынна вĕлермешкĕн 1-2 миллиграмм таса никотин та çителĕклĕ. Пирус тĕтĕмĕпе вара вǎл организама ерипен кĕрсе пырать, ǎна шалтан аркатать: чĕре, пуç мими, пĕвер, пÿре тата ытти органсем те хавшаççĕ. Çакǎ та паллǎ: ÿпке ракĕпе чирлекенсем хушшинче пирус туртакансем туртман çынсенчен 30 хут ытларах. Туртакан çын хǎйне кǎна мар, пĕр пÿлĕмри ытти çынсен сывлǎхне те пысǎк сиен кÿрет: вĕсем хǎвǎрт ывǎнаççĕ, ĕçлес хевти чакать.Çыннǎн нерв системи хавшать, вǎл хǎй мĕн тунине хǎй ǎнланми пулать. Кун пек чух инкек пуласси часах. Пирус туртаса ашканнипе вут-кавар тухать.                                                                                                          Çак темǎпа ачасем  рифма тупмалла, ребусра ваттисен сǎмахне вуламалла вылярĕç. Шкул библиотекинче пирус сиенĕ çинчен кĕнеке е журналсенче статьясем тупса вуласси килти ĕç пулчĕ.