Кĕркуннехи каникул

Ачасем тин кăна шкула кайма пуçланăччĕ – сисмерĕмĕр те, вĕренÿ çулĕн пĕрремĕш чĕрĕкĕ вĕçленчĕ. Иккĕмĕш чĕрĕке ăнăçлă пуçлама ачасем эрне хушши каникулта  вăй пухаççĕ.

Анчах та ачасен канăвне кирлĕ шайра йĕркелесси – аслисен тивĕçĕ. Çакна кура канмалли вăхăтра класс ертÿçисем  вĕренекенсемпе тĕрлĕ вырăна çитсе килме тăрăшаççĕ: музей, кинотеатр, каток,  экскурси…

Чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕнче 5-мĕш класс ачисем класс ертÿçипе Йĕпреçре вырнаçнă "Патвар" бассейна  шыва кĕме кайса килчĕç. Вĕренекенсем пĕр сехет хушши шывра ишрĕç, пĕр-пĕрне хăваламалла вылярĕç. Ачасем валли пĕр сехет çителĕклĕ пулчĕ. Бассейн хыççăн инçех мар вырнаçнă  "Пиццерия" кафене кайрĕç. Çак кун астăвăмра юлтăр тесе сăн ÿкерчĕксем те чылай турĕç.

Ачасем киле хаваслă кăмăлпа таврăнчĕç.