Паян çынсене наркотик тутанса пăхнисем тата тутанса пăхманнисем çине уйăрма пулать. Çак хăрушă чир кунран-кун сарăлса, аталанса пырать. Вăл йĕркеллĕ çемьене те инкек илсе çитерме пултарать. Час-часах преступниксен серепине аслă классенче, ятарлă вăтам пĕлỹ паракан заведенисенче тата аслă шкулсенче вĕренекенсем çакланаççĕ. Çавăнпа та кашни шкултах "Сообщи, где торгуют смертью!" акци иртет.
Çавна май Кÿстÿмĕр вăтам шкулĕн 5 класĕнче вĕренекенĕсем Валентина Мышкина класс ертÿçи ертсе пынипе «Шкул ачисем наркотиксене хирĕç!» калаçу ирттерчĕç. Калаçăва вĕрентекен юмахран пуçларĕ. Юмаха вуласа пĕтерсен ачасем хăйсен шухăшĕсене уçса пачĕç, историне урăхла вĕçлесе пăхрĕç. Класс ертÿçи паллăрах наркотиксем çинчен кĕске лекци вуласа пачĕ, çынна вĕсем мĕнле сиен панине палăртса хăварчĕ. Вĕренекенсем наркотиксемпе çыхăннă тĕрлĕ лару-тăруран мĕнле майпа тухма пултарнине сăнарĕ. Класс сехечĕ видеороликпа вĕçленчĕ.