"Чăваш чĕлхи çĕршывĕнчи çул çÿрев" квест-вăйă

Гуманитарлă ăслăлăхсен эрнинче чăваш чĕлхипе литература учителĕ               Мышкина В. Ю. шкулта "Чăваш чĕлхи çĕршывĕнчи çул çÿрев" квест-вăйă ирттерчĕ. Ăмăртăва 3 ушкăн хутшăнчĕ: 8, 9, 10-мĕш классем. Чи малтан кашни ушкăн хăйсем валли ят, девиз суйларĕç, эмблема ÿкерчĕç.

Вăйă 7 станциллĕ пулчĕ. Кашни станцирех вĕренекенсем хăйсен ăс-тăнне, ăславлăх пултарулăхне кăтартрĕç: ребуссен, кроссвордсен, ваттисен сăмахĕсен  тупсăмĕсене тупрĕç, куç хупса Чăваш Республикин ялавне ÿкерчĕç, чăвашла юрă çырчĕç. Ăмăртура 10-мĕш класс 1-мĕш вырăн йышĕнчĕ.

Ачасене вăйă килĕшрĕ. Пурте сăвăнăçлă кăмăлпа юлчĕç.