Атте, анне – кашни çыншăн çав тери çывăх, ĕмĕр манми сăмахсем. Мĕнле манăн-ха çак сăмахсене! Пире атте-анне çуратса, мĕн пĕчĕкрен юратса, ачашласа пăхса ÿстерет. Вĕрентсе пырса анлă пурнăç çулĕ çине кăларать.
Атте- анне пурри- чи пысăк телей.Аттепе анне пуриншĕн те чи хаклă, чи çывăх çынсем.
2017 çула Аннепе атте çулталăкĕ тесе çирĕплетнĕ. Сисмесĕрех 2017 çул та иртсе кайрĕ. Çавна кура раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче 5-мĕш класс вĕренекенĕсемпе ашшĕ-амăшĕсем чей ĕçсе илчĕç. Ачасем вĕсене пĕчĕк концерт лартса пачĕç, сăвăсем каласа савăнтарчĕç. Уяв пĕтес умĕн хăйсем тунă открыткăсене парнелерĕç.