Атте - анне ҫулӗ

     Чăваш Республикинче ку ҫул – Амăшĕпе Ашшĕ ҫулталăкĕ. Аттепе анне – çемье пуçламăшĕ. Тӗслӗх илмелли ҫемьесем кашни тӑрӑхрах нумай. Ачана тӗрӗс воспитани парасси йӑхран йаха, ламран лама куҫса пымалла. Ачисем ашшӗ-амӑшӗн ӗҫне хисеплесе вӗсен ҫулӗпе кайни те ҫемье килӗштерсе пурӑннине кӑтартать. Хамӑрӑн аттепе аннене эпир уйӑхпа, хӗвелпе тан хуратпӑр. Атте-анне ҫумра пулсассӑн пире сив хӗл те ӑшшӑн туйӑнать. Мӗн чухлӗ сӑвӑ-юрӑ хывман пуль  атте-анне ҫинчен.

      Çавна май 4 класс ачисем çак темăпа тĕрлĕ конкурссем, викторинăсем ирттерчĕç, сăвăсем вуларĕҫ. Ӱкерчӗкӗсен конкурсĕ иртрĕ. Ҫак ӳкерчӗкӗсенче ачасем хӑйсене ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле ӗҫленине, каннине кӑтартса пачĕҫ. «Пирĕн ҫемье» сочиненисен конкурсĕ иртрĕ. Унта  ачасем  çемьере пурăнакан кашни çыннах, çывăх тăвана çав тери хытă юрататни ҫинчен ҫырчĕҫ.

      Атте-анне пурри – пуянлăх. Ҫак пуянлăха ҫухатас марччĕ, тимлĕн упраса пурăнасчĕ.