Асран кайми кун

Шкулта вĕреннĕ чухне пулса иртекен самантсем нихăçан та асран çухалмаççĕ, темиçе çул иртсен те вĕренекенсем вĕсене ăшă кулăпа аса илеççĕ.

Çавна май Кÿстÿмĕр вăтам шкулĕн 5 класĕнче вĕренекенĕсем Валентина Мышкина класс ертÿçипе «Асран кайми кун» ирттерчĕç. Кунĕ ăнăçлă иртрĕ. Шкул ачисем Вăрнарта вырнаçнă парка çитсе курчĕç, унта йывăçран тунă илемлĕ кĕлеткесем çине пăхса киленчĕç, чылайăшĕпе сăн ÿкерчĕксем турĕç. Малалла 5-мĕш класс ачисем конькипе ярăнма çул тытрĕç. Пĕр сехет хушшинче яранма пĕлменнисем те коньки çине тăма вĕренчĕç. Çакăнпа çеç кун вĕçленмерĕ. Каток хыççăн шкул ачисем «Звёздный» кинотеатра «Три богатыря и царевна Египта» мультфильм курма кайрĕç.

Ачасемшĕн кун кăсăклă иртрĕ. Пурте ырă кăмăлпа килĕсене таврăнчĕç.