Кăшарни уявĕ

Православи тĕнчишĕн Кăшарни Раштав е Мăнкун уявĕсем пекех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл христиансен тĕп уявĕсенчен пĕри. Ку праçнике чăвашсем тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен калаççĕ: Крещенкке те, Нартукан та, Кăшарни те.

Кăшарние Сурхуринчен тытăннă та эрне тăршшĕпех паллă тунă. Православи тĕнне йышăннă хыççăн çак уяв вырăссен Кăшарнийĕпе пĕр килнĕ. Кăшарни –«хĕл эрни» тенине пĕлтернĕ.

Крещени кунне тепĕр майлă «Турра шыва янă кун» та тенĕ. Çак йĕрке Христос шыва кĕнĕ кунпа çыхăннă. Евангелире çырнă тăрăх, Иоанн Креститель Иисус Христоса Иордан шывĕнче шыва кĕртет. Çавăнтанпа пырать те Иордан шывне тата мĕнпур шыва çутатса тасатас йĕрке. Православи çыннисем çывăхри кӳлĕре вакă касаççĕ, пачăшкă шыва кĕмĕл хĕресĕпе тасатать. Çамрăксем тата хăюллăраххисем усал-тĕселтен, чир-чĕртен тасалас тесе шыва чăмса тухаççĕ. Ватă-вĕтĕ мунчара çăвăнса тасалать. Çак йĕрке хыççăн ялта çветкесем çӳремен. Çамрăксен ларма вăхăчĕ тытăннă. Хĕрсем алĕç тунă, качча кайма тупра хатĕрленĕ.