Сывлăх – чи хаклă тупра

Сывлăх – чи хаклă пуянлăх. Ăна упрасси – кашни çыннăн тивĕçĕ пулмалла. Сывлăх нихăçан та ытлашши пулмасть, çавăнпа та ун пирки манма, унпа вяляма юрамасть. Анчах та, шел пулин те,  чылай чухне эпир çакăн пирки манатпăр, ăна каялла тавăрма питĕ йывăр е пачах çуккине асра тытмастпăр. Темле пысăк укçа та хăрушă чиртен сыватма пултараймасть, çавăнпа та пирĕн хамăрăн сывлăхшăн кăр тăмалла, ăна çирĕплетме тăрăшмалла.

«Сывă пурнăç йĕркишĕн» уйăхлăх иртнĕ май Кÿстÿмĕр вăтам шкулĕн 5 класĕнче вĕренекенĕсем Валентина Мышкина класс ертÿçи ертсе пынипе «Эпир сывлăхлă пуласшăн» калаçу тата вăйă ирттерчĕç.  Калаçу вăхăтĕнче ачасем кашни хăйĕн сывлăхне упрама мĕн-мĕн туни пирки каласа кăтартрĕç, наркотиксем, пирус туртни тата эрех ĕçни мĕн патне илсе çитерме пултарни çинчен видеофильм курчĕç, хăйсем валли пĕтĕмлетÿсем турĕç.

Кăсăклă калаçу хыççăн вăйă иртрĕ. Вăйă уйĕ 6 пайлă пулчĕ, кашни пайĕнче 6 ыйту.  Ачасем 2 ушкăна пайланса ыйтусем çине хуравларĕç, тĕрлĕ йывăр лару-тăруран тĕрĕс хурав парса тухма пултарчĕç.

Вĕренекенсем класс сехечĕпе хавас кăмăлпа юлчĕç. Сывлăха мĕн пĕчĕкрен упрамалла тесе пĕтĕмлетрĕç.