Хĕллехи вăрман илемĕ

Çут çанталăк илемĕпе киленме пĕлмен çын çуках ĕнтĕ тесе шутлатăп. Вĕт йĕри-тавралăх кашни самантрах улшăнса тăрать. Уйрăмах çынсем хĕллехи вăрман асамлăхĕпе киленеççĕ. Хĕлле вăрман тарăн та тутлă ыйха путнăн туйăнать.

Çак илеме курса савăнма 5-мĕш класс вĕренекенĕсем класс ертÿçипе вăрмана кайма шухăш тытрĕç.

Урамра самаях сивĕ çил вĕрни те ачасене хăратмарĕ. Чылай вăхăт вĕсем вăрманпа уйрăласшăн марччĕ. Вармантан тухсан ачасем çырмаран та ярăнса савăнчĕç.

Ытти çынсене, уйрăмах ача-пăчасемпе çамрăксене калас килет: хĕл кунĕсемпе усă курса урама, çывăхри тăвайккисемпе катоксем çине, вăрмансемпе парксене çитсе кăштах та пулин йĕлтĕр-конькипе е çунашкасемпе ярăнса пăхăр. Кун пек туни кашнин сывлăхĕшĕн те усăллă.