Аслă вăрçă

1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пирĕн асран нихăçан та тухас çук. Çакна пире ялти, хулари асăну палăкĕсем, илемлĕ литература хайлавĕсем, çемьери е музейри фронтовиксен сăн ÿкерчĕкĕсемпе вĕсен сарăхнă çырăвĕсем аса илтерсех тăраççĕ. 1418 кун пынă хаяр вăрçă иртнĕренпе 73 çул çитет. 1945 çулхи Çĕнтерÿ кунĕ халăх чăтăмлăхĕнчен, фронтра е тылра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнинчен нумай килнĕ. Çĕршыв чысне, хуласемпе ялсене, ватăсемпе ачасене хÿтĕлес тесе пĕр çын пек пулса тăшмана хирĕç кар тăнă совет çыннисем ун чухне.

 Çак тискер вăрçăра пирĕн тăвансем те пулнă. Анчах мĕн пĕлетпĕр-ха эпир вĕсем çинчен? Ăçта, хăçан çапăçнă вĕсем? Вилнĕ е çĕнтерÿпе киле таврăннă? Нумай ыйту çуратать çулсеренех хыçа юлакан вăрçă. Хăйсен тăвансем çинчен нумай пĕлни ачасене савăнтарать, мăнаçлантарать.

Кюстюмĕр шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекен ачасем çак хаяр вăрçă çинчен чылай пĕлеççĕ. Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче çак класра В. Ю. Мышкина вĕрентекен йĕркеленипе Паттăрлăх урокĕ иртрĕ. Урок «Маленькие герои большой войны» видеороликпа пуçланчĕ. Класс ертÿçи ачасене Вăрнар районĕн «Книга памяти» кĕнекипе паллаштарчĕ. Çакă ачасемшĕн кăсăклă пулчĕ. Нумайăшĕ вăрçăра пулнă тăванĕсем çинчен информаци шыраса тупрĕç.

«Вăрçăра пуç хунисене эпир нихăçан та манмастпăр.  Вăрçă кÿнĕ сурансем тарăн, эпир çакна яланах асра татма тивĕç»,- тесе пĕтĕмлетрĕç урока 5 класра вĕренекенсем.