Çуркуннехи уявсем

Çуркуннен кашнин пур çĕнĕ çилĕ,

Çĕнĕ çумăрĕ пур çуркуннен.

Кăнтăртан вĕçсе хур кайăк килĕ,

Çĕнелсе ешерĕ çĕр-анне.

(А. Афанасьев)

 

Хĕл кунĕсем иртсе кайрĕç ĕнтĕ. Халĕ таврара çуркуннен пĕрремĕш уйăхĕ хуçаланать.

Пуш уйăхне чăвашсем нарос, нурăс, çăварни, хĕр çураçнă, ĕне, ĕне ырри, çуркуннене пуçлакан уйăх тесе калаççĕ.

Чăвашсен çуркунне ирттерекен уявсем чылай: калăм, мăнкун, акатуй.

Ĕлĕк-авал чăвашсем Çĕнĕ çула çурхи хĕвел çӳле хăпарса çитсен уявланă. Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунне Мăнкун тенĕ. Каярахсемпе вăл вырăссен пасхипе пер килме пуçласан аслă уява Турă ачине Иисус Христоса хĕрес çине пăталанă хыççăн чĕрĕлсе тÿпене хăпарнă тесе чысласа ирттерннĕ. Мăнкун валли пÿрт-çурта çуса тасатнă. Çĕнĕ кĕпе –йĕм çĕленĕ.

Мăнкун çитсен кашни килĕре сухан хуппипе çăмарта пĕçерсе пĕветсе хурнă. Чустаран кукăльсем, тĕрлĕ çимĕçсем хатĕрленĕ. Ир-ирех ачасем таса е çĕнĕ  тум тăхăнса килĕрен çăмарта пухса çÿренĕ.

Акатуй сăмах – ака туса пĕтернине, çурхи ĕçсенчен ĕçкĕ-çикĕ йăлине туса уйрăлнине, ăмăртса-кĕрешсе, выляса-çĕнтерсе чăвашлăх тытăмне, çĕр ырлăхне вăйлатнине пĕлтерет. Тыр-пул акса пĕтерсен ялти пĕтем халах пуçтарăнса акатуй улăхне, çаранне пуçтарăннă. Акатуя ялти старостасем, аслăрах çынсем ертсе пынă. Йăлине - ял ваттисем, вăййине - иртнĕ уявра пулнă çамрăксем, паттăрсем, утамансем. Акатуй, вăйă йĕркисем авалтанах пĕр пек пулнă, вĕсене халăх çултан-çул пĕлсе, вĕренсе тăнă. Акатуй лапенче Акатуй юпи, кашти ларнă. Унăн хĕреслĕ турачĕ, кашти çине тăватă пит шăлли çакнă. Пит шăллисене пĕлтĕр качча кайса туй тунă арăмсем панă. Çитĕннине палăртас текен çамрăк паттăрсем юпа çине улăхса пит шăллине илсе анмалли вăйăра кĕрешнĕ. Пит шăллине илсе ансан ăна кăкăр урлă çакнă.

Калăм — ваттисене асăнмалли кун.

Тĕне кĕмен чăвашсем Мăнкун умĕн ирттернĕ.

Чăвашсен йăла-йĕркесене манас çук, кашни çулах вĕсене аталантарса пыма тăрăшмалла.