Уяв ячěпе

Пуçламāш класс ачисем мартāн 8-мěш - Пěтěм тěнчери хěрарāмсен кунне паллā турěç. Уяв ячěпе саламласа 4-мěш класс ачисем концерт хатěрлерěç: сāвāсем каларěç, юрларěç, сценка кāтартрěç. 1-мěш, 2-мěш, 3-мěш класс хěр ачисем хушшинче āмартусем иртрěç.  Уява ачасем амāшěсене, асламāшěсене, учительсене чěннě. Жюри членěсем кашни āмāрту хыççāн чи маттуррисене палāртрěç. 3-мěш класс хěр ачисем ыттисенчен пултаруллāрах пулчěç, āмāртура çěнтерчěç. Çак уявра ачасен пичěсем çинчен кулā каймарě. Уяв пурне те килěшрě.