Космонавтика кунĕ

Раççей - аслă космос çĕршывĕ. Этемлĕх космоспа туслашма пуçланăранпа кăçал 61 çул çитет. Календарьте çак куна хĕрлĕ тĕспе палăртман. Апла пулин те ака уйăхĕн 12-мĕшĕ – пысăк уяв.

Юрий Гагарин этемлĕх историйĕнче пĕрремĕш хут космоса вĕçнĕ - унтанпа çур ĕмĕр ытла иртнĕ. Космоса парăнтарас ĕçе пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр Андриян Николаев, Чăваш Енпе тачă çыхăннă космонавтсем Николай Бударин тата Муса Манаров, наука ĕçченĕсем, регионти предприятисен специалисчĕсем курăмлă тӳпе хывнă.

Çакна кура, 5-мĕш класс вĕренекенĕсем класс ертÿçипе космонавтсем пирки калаçу ирттерчĕç, «Космонавтсенчен ырă тĕслĕх илер» вăйă вылярĕç.

Ачасемшĕн çак мероприяти усăллă пулчĕ. Кашни çак уявран хăйĕн валли çĕнни илчĕ, пĕлекен информацине çирĕплетсе хăварчĕ.

Пурне те Космонавтика кунĕпе саламлатпăр!