Пулас професси

Нет профессий с большим будущим,

но есть профессионалы

с большим будущим

Кашни çамрăкшăн малашнехи пурнăçа, ура çине тăрсан, ĕçлеме пуçласан, кунсерен ĕçе уява кайнă пек каяс тесен пулас профессине тĕрĕс суйласа илесси çав тери  пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа пуласлăх çинчен шухăшлакан кашни выпускника ăçта веренме каяссипе çыхăннă ыйту канăçсăрлантарать. Йывăрлăхсенчен хăтăлас тесен пулас профессии çинчен вăтам классенчех калаçма пуçламалла.

Çĕр çинче нумай професси пур: учитель, врач, строитель, инженер, юрист, макетчик, геофизик т.ыт.те. Хĕшĕ-пĕрисем çинчен эпир пĕлместпĕр те.

Çакна кура, 5-мĕш класра «Азбука профессий» класс сехечĕ иртрĕ. Класс ертÿçи ачасене паллă профессисем çинчен каласа кăтартрĕ, халь çеç усă курма пуçланă профессисемпе паллаштарчĕ. Заняти вĕçĕнче вĕрентекен «Ку мĕнле профессии?» викторина ирттерчĕ.