Сывлăх кунĕ

Сывлăх – чи хаклă пуянлăх. Сывлăхпа выляма юрамасть. Ăна каялла тавăрма питĕ йывăр е пачах та çук. Темле пысăк укçа та пулăшас çук хăрушă чиртен сывалма, çавăнпа хамăр сывлăха хамăрах упрама, çирĕплетме тăрăшар!

Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче план тăрăх Кÿстÿмерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çумĕнчи «Созвездие» лагерьте «Сывлăх кунĕ» иртрĕ. Вожатыйсем ачасемпе чылай вăхăт «Мĕн вăл ЗОЖ» темăпа калаçрĕç, сывлăха упрас тесен мĕн-мĕн тумаллине палăртса хăварчĕç. Унсăр пуçне «Улыбка» отрядпа «Grazy dance» отряд хушшинче ăмăрту иртрĕ: ачасем пĕр-пĕринпе футболла вылярĕç. «Улыбка» отряд мала тухма пултарчĕ. Тутлă апат хыççăн ачасем «Страна дорожных знаков» ятлă вăййа выляса савăнчĕç.

«Сывлăх кунĕ» çавра сĕтелпе вĕçленчĕ: ачасем хăйсен шухăш-кăмăлне, мĕн килĕшнипе килĕшменнине палăртса хăварчĕç.