Пушар – ача-пăча вăййи мар

Вăрă вăрлать те хăваратьпушар килет те

пĕтĕм пурлăха кĕл тăвать

         Республикăра пушар хăрушсăрлăхĕн уйăхлăхĕ пырать. Çавна май çамрăк ăрăва пушарпа çыхăннă инкек-синкекрен упранма-сыхланма вĕрентес тĕллевпе Вăрнар районĕнчи Кÿстÿмер шкулĕнче 6-мĕш класс вĕренекенĕсемпе «Пушартан сыхланар» викторина иртрĕ. Викторина хыççăн ачасем «Правила проведения при пожаре» текен видеороликпа паллашрĕç, ыйтусене хуравларĕç. Класс сехетĕнче вĕренекенсем тĕрлĕ йышши ĕçсем пурнăçларĕç (вăйă вылярĕç, ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç, сутмалли юмахсен тупсăмĕсене тупрĕç). Занятине вĕрентекен юмахпа вĕçлерĕ.