Кӗркуннехи вӑрман

Сывлӑх пурлӑхран хаклӑ. Сывлӑха ҫухатсан ӑна нимӗнле укҫапа та  каялла тавӑрма пулмасть. 6-мӗш класс вӗренекенӗсем ҫакна яланах асра тытаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та сывлӑха сыхлас енпе тӗрлӗ йышши мероприятисем ирттереҫҫӗ.

Акӑ юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче класс ертӳҫипе 6-мӗш классем кӗркуннехи вӑрмана уҫӑлма тухса кӗчӗҫ. Уҫӑ сывлӑшра ҫӳрени сая каймарӗ.  Ачасем саралнӑ йывӑҫсем ҫине пӑхса киленчӗҫ, «Кам нумайрах йывӑҫ пӗлет?» вӑйӑ вылярӗҫ. Йывӑҫсен ячӗсене вырӑсларан чӑвашла куҫарчӗҫ, ӳкнӗ ҫулҫӑсенчен чечек ҫыххи турӗҫ. Савӑнӑҫлӑ куна асра хӑварас тесе сӑн ӳкерчӗксем ҫапрӗҫ.