Çут тěнчере нимěнле хāрушлāх та ан пултāр

Паян тěнчере халāхсене тěп тāвас, хирěçтāрусем çуратас шухāшлā тěрлě ушкāнсем чылай. Çавāнпа та асāрханулāх пирки пěр самант та манас çук.

Çакна кура, юпа уйāхěн 25-мěшěнче 6 класра «Терроризм  - этемлěхшěн чи хāрушā пулāм» класс сехечě иртрě. Класс ертÿçи ачасене «Терроризм. Глабальная проблема  человечества» видеоурок кāтартрě.  Заняти вāхāтěнче вěрентекен ачасемпе  «терроризм», «теракт» āнлавсен пěлтерěшěсене уçрěç. Çак хāрушā пулāм мěнле пысāк инкек патне илсе пынине çирěплетсе хāварчěç.