Асăрханăр! Çÿхе пăр.

 

Кĕркуннехи пăр уйрăмах хăрушă: вăл хĕллехипе танлаштарсан питĕ çỹхе. Çапах шкул ачисем те, çитĕнсе çитнисем те çакна темшĕн шута илмеççĕ. Çакна кура пысăк инкек сиксе тухать. Синкер пулăмсенчен сыхланас тесе 6-мĕш класс вĕренекенĕсем класс сехетĕнче «Асăрханăр! Çÿхе пăр» темăпа калаçу ирттерчĕç. Класс ертÿçи пăр çинче хамăра мĕнле тытмалли, пăр айне кайнă çынна мĕнле çăлмалли пирки каласа хăварчĕ.

Вĕренекенсем класс сехетĕнче асăрханулăх пирки нихăçан та, самантлăха та манмалла маррине пĕтĕмлетсе хăварчĕç. Çакна кашниех пĕлмелле тата асра тытмалла.