«Чăвашсен çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ», - тенĕ И. Я. Яковлев.
Чăнах, пирĕн халăх юрă-ташăпа, йăла-йĕркепе, тĕрĕпе, юмахпа палăрса тăрать. Юмахсене ачасем те, çитĕнсе çитнисем те, ваттисем те вулама юратаççĕ. Çавăнпа та 5-мĕш класра «Своя игра» вăйă иртрĕ. Ăмăртăва 3 ушкăн хутшăнчĕ. Вĕренекенсем кĕçĕн класра, килте вуланă юмахсене аса илчĕç, хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Заняти вĕçенче вĕрентекен кашни ушкăнах дипломсем парса чысларĕ.