Хĕллехи каникул

Кивĕ çул хыçа юлчĕ, Çĕнĕ 2019 çула вара пурте савăнăçпа кĕтсе илчĕç. Хĕллехи канмалли кунсенче шкул ачисем тĕрлĕ мероприятисене хутшăнса савăнчĕç.

6-мĕш класс вĕренекенĕсем те каникула сая ямаççĕ, тĕрлĕ вырăнсене çитсе курма тăрăшаççĕ. Иртнĕ кунсенче вĕренекенсем вăхăта урамра ирттерчĕç: çунашкапа, йĕлтĕрпе ярăнчĕç. Кăрлач уйăхĕн 5-мĕшĕнче ачасем класс ертÿçипе  кинона  кайса килчĕç. Çав кунах конькипе те ярăнса савăнчĕç.

Хĕллехи каникулпа вĕренекенсем кăмăллă юлчĕç.