Мухтав сана, Чăваш театрĕ!

Раççейре 2019-мĕш çула Театр çулĕ тесе палăртнă. Мĕн-ха вăл театр? Театр вăл – сцена çинчи пурнăç, асамлăх тĕнчи, чун киленĕçĕ. Театр ачасене воспитани парас ĕçре те кирлĕ.

Çавна май 6-мĕш класра «Мухтав сана, Чăваш театрĕ» викторина иртрĕ. Класс ертÿçи ачасене Шупашкарта вырнаçнă театрсем çинчен каласа кăтартрĕ.                  И.С.М.-Кошкинский – чăваш театрне пуçарса яраканĕпе паллаштарчĕ.

Заняти вĕçĕнче вĕрентекен викторина ирттерчĕ. Чи лайăх хуравлаканнисене пĕчĕк парнесем пачĕ.