Çăварни

Çăварни! Çăварни!

Çăварна карса кил!

Çăвар туллийĕ икерчи,

Картлă-картлă пашалу,

Карчĕ сайран çу юхать;

Пилĕклĕ-пилĕклĕ пĕремĕкĕ,

Карчĕ сайран пыл юхать.

Чăваш çынни мĕн авалтан тар юхтарсах ĕçлет. Ахальтен мар ĕнтĕ пушкăртсем хастар çынна чăваш пек ĕçлет теççĕ. Уявĕсем вара... Тĕнче савăнса тăрать. 

Çăварни эрнин малтанхи вырсарни кунне аслă çăварни тенĕ, ун хыççăнхи тунти кунпа ытлари куна та аслă çăварни шутне кĕртнĕ. Çăварни эрнин юлашки вырсарнине кĕçĕн çăварни тенĕ, ун умĕнхи эрне кунпа шăмат кун та кĕçĕн çăварни шутне кĕрсе кайнă. Çăварни кунĕнче ачасем кăвак çутăллах çывăрса тăрса çунашкисене туртса тăвайккине вĕçтернĕ. Çакна ватăсем «çерçи ури хуçни» тенĕ. Тăвайккинчен чи пĕрремĕш ярăнса анакан ача «шыв çулĕ уçакан» пулнă. Ăна пурте парнесем панă: мăйăр, пĕремĕк, вăрă т.ыт.те. Çав ачан алли çăмăл тесе шутланă. Çуркуннехи ĕçсене пуçласа пама та ăнах хушнă. Çăварни кун вара тăвайкки шавласа, кĕрлесе кăна тăнă.

Çапла вара, чăваш чĕлхи учителĕ, Мышкина В. Ю., 6 класс вĕренекенĕсемпе Çăварни уявĕ пирки калаçу ирттерчĕç, Çăварни юррисене юрласа, вăййисене выляса савăнчĕç.