Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ - Шÿт кунĕ

 «Кулма пĕлекен ватăлма пĕлмен», – тесе шахвăртнă чăвашсем. Кулăшсăр пурнăç тăварсăр яшка пекех. Унăн тути-техĕмĕ чĕре патне пымасть, ăшăтмасть, кичемлĕхе сирсе яраймасть. Ака уйăхĕн пĕрремĕшĕ - кулăш кунĕ. Çак уява 2000 çул каяллах Аслă Римра уявлама пуçланă теççĕ. Францире, Мексикăра, Англире тата Швецире те анлăн паллă тунă.

Çавăнпа та 6-мĕш класс вĕренекенĕсемпе класс сехетĕнче шÿт пирки калаçу иртрĕ. Ачасем шÿт икĕ тĕрлĕ пулнин палăртса хăварчĕç: ырри тата усалли. Заняти вĕçĕнче 6-мĕшсем  ырă шÿт кăмăла çĕкленине, самантлăха та пулин йывăрлăхсене манма хистенине, шанăç парнеленине çирĕплетсе хăварчĕç. Кулăшăн витĕмĕпе пĕлтерĕшĕ пысăк.