Чăваш чĕлхи кунне халалланă уявран

Ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствипе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн Регионсен аталанăвĕн центрĕ Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Туслăх хĕлхемĕ» / «Искорка дружбы» республика  шайĕнчи фестивалĕн куçăмлă тапхăрне  ирттерчĕç. Фестивале  1-4 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.

Фестивалĕн куçăмлă тапхăрĕ  Чăваш республикин вĕренÿ институтĕнче иртрĕ.  Институтăн акт залне  район-хула шайĕнче тата республикăн куçăмсăр  тапхăрăнче çĕнтернĕ ачасем пуçтарăнчĕç. «Сăмах илемĕ», «Чăваш вăййи», «Янра, чăваш юрри», «Чăваш ташши», «Чăваш апачĕ» номинацисенче 150 ачана яхăн тупăшрĕ. Вĕсем хушшинче  пирĕн шкул вĕренекенĕсем те пулчĕç. 4-мĕш класра вĕренекен Сидорова В. тата Васильев С. «Чăваш апачĕ» номинацире призерсен шутне кĕчĕç. Вĕсем çăмарта хăпартние мĕнле пĕçермелли çинчен каласа пачĕç, каласа анчах мар, асанне тата мăнук сăнарĕсем урлă çирĕплетсе пачĕç. Сăмах май, иртнĕ çулта çак класс ачисемех «Туслăх хĕлхемĕ» конкурсра район, республика шайĕнче малти вырăнта пулнăччĕ.

Кашни номинацирех вара ачасен пултарулăхне компетентлă жюри членĕсем хакларĕç. Вĕсем хушшинче паллă поэтесса Светлана Асамат, халăх артисткиЛидия Попова, паллă юрăç Тамара Ишмуратова,  ЧППУп чăваш тата вырăс факультечĕн деканĕ Татьяна Денисова, Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнчи технологи уйрăмĕн ертÿçи  Наталия Войтюль, Чăваш наци конгресĕн пайташĕ, Чăваш Республикин тава тивĕҫлĕ вĕрентекенĕ Геронтий Никифоров.Жюри членĕсем ачасен пултарулахĕпе кăмăллă юлчĕç, çĕнтерÿсĕсене палăртрĕç, вĕрентекенсене тав турĕç.