Субботник иртрĕ

Тавралăха тасалăха тытасси – сăваплă ĕç. Вăл кашни çын тивĕçĕ пулнине пурин те асра тытмалла. Çакна Кÿстÿмер шкулĕнче вĕренекенсем аван пĕлеççĕ, пурнăçа кĕртсе пыма яланах тăрăшаççĕ.

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче вĕренекенсем шкул администрацийĕпе субботник ирттерчĕç. Вĕренÿ учреждени тавра тасалăх кĕртес тĕлĕшпе ачасем ăмăртсах, кăмăлпа ĕçлерĕç.