Лагерь уçăлчĕ

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Кÿстÿмер шкулĕнче «Созвездие» çуллахи лагерь уçăлчĕ. Лагерь пуçлăхĕ Захарова Н. А. ачасене çак уяв ячĕпе саламларĕ, кĕскен лагерĕн пурнăçĕпе паллаштарчĕ.

«Созвездие» лагерьте ачасем валли пĕтĕм условисем пур: вăхăтра апат çиеççĕ, тĕрлĕ экскурсие çÿрĕççĕ, вăйăсем выляççĕ, пур енлĕн аталанаççĕ. Ирхине сакăр сехет çурăран пуçласа кăнтăрла иртни икĕ сехет çурăччен ачасем хăйсен сывлăхне çирĕплетеççĕ.

 Лагерь уçăлнă куна эпир Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли уява халалларăмăр. Çавăнпа та Кÿстÿмер клубĕн ĕçченĕсем ачасене тĕрлĕ йышши вăйăсемпе, ташăсемпе савăнтарчĕç.

 Мероприяти хыççăн воспитательсем ачасем валли тĕрлĕ конкурссем ирттерчĕç, вăйăсенче тупăшрĕç.