Вăйă кунĕ

Çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче план тăрăх Кÿстÿмерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çумĕнчи «Созвездие» лагерьте «Вăйă кунĕ» иртрĕ. Паллах, çак кун вăйă-кулăсăр, ташă-юрăсăр иртмест. Çавна кура вожатăйсем ачасем валли кăсăклă программа йĕркеленĕ. Ирхине ачасем ушкăнсене пайланса «Крестики-нолики» вăйă вылярĕç. «Муз.трамплин» текен вăййа та ачасем кăмăлларĕç. Лагерь «Шип-шип-шоупа» вĕçленчĕ.