Хăрушсăрлăх кунĕ

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Республикинче хăрушсăрлăх эрни иртет.  Вăл ачасен çул çинчи хăрушсăрлăх ыйтăвĕпе çыхăннă. Акцие çул-йĕр çинче пулса иртекен инкексен, аварисен хисепне чакарас, вĕренекенсемпе, ашшĕ-амăшĕпе тата педагогсемпе профилактика ĕçне туса ирттерес тĕлĕшпе йĕркелеççĕ.

Эрне хушши Кÿстÿмерти вăтам шкулта тĕрлĕ мероприятисем, класс сехечĕсем иртрĕç. 7-мĕш класс вĕренекенĕсемшĕн те авăн уйăхĕн 26-мĕшĕ хăрушсăрлăх кунĕ пулчĕ. Класс сехечĕ куравран пуçланчĕ: вĕренекенсем тĕрлĕ  электронлă информаци стенчĕсемпе, çул çÿрев правилисемпе паллашрĕç. Ачасем тĕрлĕ вăйăсемпе викторинăсене те хутшăнчĕç.

Вĕренекенсем класс сехечĕ вĕçленсен нихăçан та тимлĕхе çухатмалла мар, яланах хăрушсăрлăх правилисене асра тытмалла, вĕсене пăхăнмалла тесе пĕтĕмлетсе хăварчĕç.