Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Республикинче «Месячник правовых знаний» уйӑхлӑх иртет. Ҫавна май 7-мӗш класс вӗренекенӗсемпе «Саккун. Правасемпе тивӗҫсем» ятлӑ класс сехечӗ пулчӗ.
Мӗншӗн ҫапла ят патӑмӑр-ха ӑна? Преступлени тӑвасси, шел пулин те, ӳссех пырать. Саккуна пӗлменни ӑна пӑсма юранине пӗлтермест. Е тата пӗр-пӗр ыйтупа хамӑрӑн правсем пирки ытлашшиех асаилетпӗр, ҫав хушӑрах хамӑрӑн тивӗҫсене манатпӑр.
Класс сехетӗнче вӗрентекен ачасен прависемпе тивӗҫӗсем пирки каласа пачӗ. Ачасем шкул саккунне пӑхӑнса тӑма сӑмах пачӗҫ.