Çеçпĕл пирĕн чĕрере

Кăçал, 2019 çулхи чÿк уйăхĕнче, паллă чăваш поэзийĕн классикĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитет. Çак юбилее республикǎра та, поэт пурǎннǎ вырǎнсенче те анлǎн палǎртаççĕ. Çавна май чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Кÿстÿмер шкулĕнче  Çеçпĕле халалласа ирттерекен литература каçне уявлама палăртнă. 8-мĕш класс вĕренекенĕсемпе В. Савельев 1970-мĕш çулта ÿкернĕ «Сеспел» ятлă кинофильм пăхнă, поэтăн паллă сăввисене пăхмасăр каласа панă. Шкул ачисемшĕн кинофильм кăсăклă пулчĕ, çыравçăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен вĕренекенсем чылай интересли тата çĕнни пĕлчĕç.

 Михаил Кузьмич Кузьмин 1899 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнче халĕ Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Çеçпĕл мĕн пĕчĕкрен кĕнеке вулама юратнǎ, пушǎ вǎхǎта яланах библиотекǎра ирттернĕ. Хайĕн кĕске ĕмĕрĕнче поэт йывăрлăх нумай курнă, анчах та пуçне усман.

Çеçпĕл литературăпа питĕ интересленнĕ, тăван литературăна аталантарас тесе çине тăрсах, чун-чĕререн тăрăшнă.  Унăн паллăрах сăввисем: «Пурнăçпа вилĕм», «Пуласси», «Чăваш чĕлхи», «Чăваш ачине», «Эп вилсен».