2019-мĕш çулхи раштавǎн 9-мĕшĕнче тĕнчери пĕтĕм халǎх коррупципе кĕрешмелли куна уявлать.
Коррупци термин пуçлǎхсем укçашǎн сутǎннине пĕлтерет. Шел пулин те, вǎл чи анлǎ пулǎмсенчен пĕри шутланать. Çав-çавах ǎна хирĕç кĕрешекенсем пур, çавǎ чуна савǎнтарать.
Кашни çыннǎн мĕн пĕчĕкренех коррупци мĕне ǎнлантарнине пĕлмелле. Çавна май шкул ачисене класс сехечĕсенче коррупции терминпа паллаштарчĕç, калаçу ирттерчĕç.