Эрех – кăра та чарусăр, ăна кăмăллакан ăссăр.
Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче пĕтĕм Раççейĕпе «День Трезвости» текен кун иртет. Сăлтавĕ: юлашки вăхăтра эрех – сăрапа иртĕхесси анлăн сарăлни. Эрехпе иртĕхни этеме нихăçан та усă туман. Ĕç халăхĕ çакна тахçанах пĕлнĕ, малтанхи тапхăртах ача-пăчана эрехпе айкашасран хытă асăрхаттарнă.
8-мĕш класс вĕренекенĕсем те эрех-сăрана пула хăрушă инкек пулассине лайăх пĕлеççĕ: кил-çурт çунса каять, пĕчĕк ачасем вилеççĕ, çынсем пĕтеҫҫӗ, ÿсĕр шоферсем машинăсемпе пырса çапăнаççĕ. Çак шухăша 8 классем «Эрех-сăра – пирĕн тăшман» класс сехетĕнче те çирĕплетсе хăварчĕç.