Çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ…

Тӑван халӑха ҫутта кӑлараканӗ И.Я.Яковлев пирӗн ҫӗр пин сӑмах, ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ пур тенӗ. Тӗрӗ вӑл – чӑвашсен чи авалхи искусствисенчен пӗри. Чӑваш тӗррин илемӗ такам чунне те канӑҫтарма пултарать, куҫа илӗртет.

Чӳк уйăхĕн  26-мĕшĕ – Чăваш Республикин пуҫлăхĕн Указĕ тăрăх – чăваш тĕрри кунĕ. Çак куна халалласа 8–мĕш класра «Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче» ятлă урок иртрĕ. Ку урокра ачасем чăваш тĕррин асамлă тĕнчипе паллашĕç. Чăваш тĕрри-эрешĕ илемлĕ кăна мар, калама çук пуян пулнине пĕлчĕç.